Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Рогачев Яков Капитонович

Хитре чăваш ятсем:
Эх, хитре-çке чăваш ячĕсем: САВАНТЕЙ, САВАÇ, САВНЕПИ, САЙРУНА, САРИНЕ, САРХАН, САХВУН, СĂРПИК, СВЕРККЕ, СЕНЕСЛУ, СЕНТИЛЕТ, СЕНТИМĔР, СЕНТТИ, СЕРКУÇ, СЕРПИНЕ, СЕРТЕПИ, СЕТНЕР, СИЛЕРПИ, СИЛПИ, СИЛПИК, СИЛТЕЛЕТ, СИНЕРПИ, СИТЕХМЕТ, СИТТИ, СӲНЕРПИ.

Рогачёв Яков Капитонович — чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. 1926 ҫулхи юпан 30-мӗшӗнче Самар облаҫӗн Чаллӑпуҫ районне кӗрекен Тилечер ялӗнче ҫуралнӑ. 1995 ҫулхи пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Димитровград хулинче ҫӗре кӗнӗ.

Раҫҫей Федерацин ҪП тата жкрналистсен пӗрлӗхӗн пайташӗ.

Кун-ҫулӗ

1941 ҫулта тулли мар вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ. Ҫав ҫулах ӗҫлеме пуҫланӑ: лашасем пӑхнӑ, вӑрман каснӑ. 1942 ҫулхи кӗркунне хаҫат ӗҫне куҫнӑ. 1942-1953 ҫулсенче Чаллӑпуҫӗнче «Ленин ҫулӗпе» хаҫатӑн яваплӑ секретарӗ пулса тата ВЛКСМ райкомӗн секретарӗнче ӗҫленӗ. 1957 ҫулта ӗҫ ҫамрӑкӗсен каҫхи вӑтам шкулне пӗтернӗ.

1959 ҫулта ССКП ТК аслӑ парти шкулӗн журналистика пайӗнче вӗренсе тухнӑ. 1960–1969 ҫулсенче «Ульяновская правда» хаҫатӑн тата Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи ТАСС корреспонденчӗ пулнӑ. 1969–1972 ҫулсенче Ҫӗнӗ Малӑкла районӗн «Звезда» (чӑв. «Ҫӑлтӑр») хаҫат редакторӗ пулса ӗҫленӗ. Вӑлах «Автостроитель» хаҫатӑн пӗрремӗш редакторӗ пулнӑ.

Ӗҫӗсем

Унӑн пӗрремӗш сӑвви район хаҫатӗнче 1942 ҫулта пичетленсе тухнӑ.

Яков Капитоновичӑн ҫак кӗнекесем тухнӑ:

Каҫӑсем

Вуламалли


 
Категорисем: Рогачёв Яков Капитонович

Тулли верси :: Статья каҫми
https://immediate-vortex.com/index.html